
2026 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче поэзине юратакансем Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Первомайски вăтам шкулĕнче «Митта вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Митта Ваҫлейне халалланă конкурс 3-11-мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ: «Митта Ваçлейĕ çырнă сăвăсем» тата «Митта Ваçлей ентешĕсен сăввисем (Ваçлей Давыдов-Анатри, Николай Исмуков)».
Çак конкурса пирĕн шкултан 10 вĕренекен хутшăнчĕ. «Митта Ваçлейĕ çырнă сăвăсем» номинацире 3в класра вĕренекен Путяков Димăпа Хитров Никита (ертÿçи Васильева О.Н.), 6б класра вĕренекен Рубцова Яна (ертÿçи Путякова Н.А.) 1-мĕш вырăнсем çĕнсе илме пултарчĕç. Жюри членĕсем 9а класс ачин Кузнецов Денисăн (ертÿçи Путякова Н.А.) вулавне вара 2-мĕш вырăна хурса хакларĕç. 5а класра вĕренекен Шакина Русланăпа 8а класс ачи Куданов Иван (ертÿçи Каллина О.А.), Фролова Анастасия, 9г класра вĕренекен, (ертÿçи Лукьянова О.В.) 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. «Митта Ваçлей ентешĕсен сăввисем (Ваçлей Давыдов-Анатри, Николай Исмуков)» номинацире вара 5б класра вĕренекен Волкова Валерия, 6в класра вĕренекен Краснова Мария (ертÿçи Лукьянова О.В.), 5а класс ачи Медведева Екатерина призёр ята тивĕçрĕç.
Жюри членĕсем ачасен пултарулăхне пысăка хурса хакларĕç, нумайăшĕ сăвва илемлĕ те пăхмасăр каланипе, поэтсен шухăшне итлекен патне çитерме пултарнипе тĕлĕнтернине палăртрĕç.
Конкурссенче çĕнтернĕ ачасене, вĕсен ертÿçисене саламлатпăр! Малалла та хастар пулма сунатпăр!
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ |