Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем улттăмĕш хут районти методика фестивалне хутшăнчĕç. Вăл Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулта иртрĕ. Вĕрентÿçĕсем методикăра çĕнĕ мелсемпе, меслетсене усă курса тĕрлĕ уроксемпе, класс тулашĕнчи ĕçсем кăтартрĕç. Эксперт комиссийĕ тишкерÿ тунă хыççăн «Чи лайăх класс тулашĕнчи урок» номинацинче Каллина О.А. çĕнтерчĕ.
Хăйсен урок – планĕн конспекчĕсене эксперт комиссийĕ умне тăратса чи лайăххисен шутне Солдатова С.А. тата Федорова В.Ф. кĕчĕç. Анлăн çутатса панă ĕçĕсенче çĕнĕ вĕренÿ стандартне усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Путякова Н.А., Александрова О.Н. ĕçĕсене те пысăк шайра хакларĕç.
Пĕтĕмлетÿре çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем |