2018 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче, поэзине юратакансем тăххăрмěш хут Кивě Ахпÿртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Марина Карягина вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Кăçал та районти шкулсенчен конкурса хутшăнакансен йышě пысăк пулни савăнтарчĕ.
Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсемпе вěрентекенсем те конкурса хастар хутшăнчĕç. Поэзие кăмăллакансем, хăйсен ăсталăхне кăтартса призерсем пулма тивĕç пулчĕç. Чунтан тухакан сăвă йĕркисемпе итлекенсене савăнтарчĕç, тыткăнларĕç.
Малтисен ретĕнче çаксем пулчĕç: пěрремĕш вырăна 5 - мĕш класра вĕренекен Иванов Арсений (вĕрентÿçи Путякова Н.А.), иккěмěш вырăна 5 - мěш класра вěренекен Шайкина Кристинăпа (вĕрентÿçи Федорова В.Ф.) 9-мěш класри Галкин Мефодий (вĕрентÿçи Солдатова С.А.), виḉḉěмěш вырăна 7-мěш класра вěренекен Каргина Диана (вěрентÿḉи Каллина О.А.).
«Видеоролик, презентаци, лэпбук, буктрейлер, буклет…ăсталăхě» номинацире 5-мěш класра ăс пухакан Правитель Карина (Федорова В.Ф.) призер ятне тивěḉрě. Федорова В.Ф. тата Каллина О.А. вěрентекенсем хушшинче ḉак номинацирех ḉěнтерÿḉě ятне тивěḉрěḉ.
Ăнăçу тата çитĕнÿ сунатпăр çамрăк поэзи ăстисене.
Чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсем. |