Кашни çулах авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче Патăрьел районěнчи Патăрьелĕнчи пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулта террористсен чунсăрлăхне пула шар курнисен ячěпе тĕрлĕ мероприятисем ( Асăну кунě) ирттереççě.
Паян, авăн уйăхěн 6-мěшěнче, 5 –мĕш класра чăваш чĕлхи урокĕ чăваш чĕлхине вĕрентекен Федорова В.Ф. ертсе пынипе «Манăçми Беслан суранě» темăпа калаçу иртрě. Валентина Федоровна 2004-мěш çулхи авăн уйăхěн 1-мěшěнче Пěлӳ кунне уявлама пухăннă 186 ача пурнăçě пěр айăпсăр татăлнине, ирсěр те хаяр террористсене пула пěтěмпе 333 çын çут тěнчерен уйрăлнине, питě нумай çын сусăрланнине асăнса хăварчě.
Терроризм паянхи кун та этемлěхшěн чи пысăк хăрушлăх кăларса тăратакан юхăм пулнине палăтрě.
Хамăра террористсенчен хӳтěлеме пултаратпăр-и-ха эпир? Мěн тумалла, мěнле пулмалла? Çак ыйтусем çинче чарăнса тăчěç пиллěкмěшсем. «Ырăпа çеç туслашмалла, яланах асăрхануллă та тимлě пулмалла» текен шухăш патне пычěç вěренекенсем.
Юлашкинчен Бесланта пуç хунисене асăнса пěр минут шăп тăчěç.
Федорова В.Ф. |