Чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа (1907-1970 ç.ç.) çĕр вун виçĕ çул çитрĕ. Унăн хаклă йышши чул пек йăлтăртатса тăракан тĕрлĕ енлĕ поэзийĕ тăван халăхăн пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Хăйĕн пултарулăхĕнче вăл пур жанрсемпе те усă курнă. Ун поэзийĕнче - ачаш, чуна илĕртекен лирика, пысăк социалла ӳкерчĕксем, тăван халăхăн историйĕпе пурнăçĕ çинчен тарăн шухăшланисем. Сумлă çыравçа, унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен, вуламан чăваш çук та пулĕ.
Вилĕмсĕр поэта чысласа Шупашкарта кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Хусанкай вулавĕсем-2020» регионсем хушшинчи пултарулăх фестивалĕ иртрĕ. Аслă поэта халалланă тĕрлĕ конкурссенче мала тухнă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене поэтăн мăшăрĕ, СССР халăх артистки, В.К. Кузьмина тата ывăлĕ А.П. Хусанкай дипломсем парса чысларĕç.
Патăрьлĕнчи 1-мĕш вăтам шкулĕн 9-мĕш класри Елкина М. та призерсен шутĕнче пулма тивĕçрĕ. Вăл П.П. Хусанкай произведенисем тăрăх ӳкернĕ «П.П. Хусанкай кĕнекисен тĕнчи» номинацинче палăрчĕ. Ку ĕçе вĕренекен П.П. Хусанкайăн «Таня» поэми тăрăх хатĕрленĕ. Поэмăра çыравçă Зоя Космодемьянская партизанкăн вилĕмсĕр паттăрлăхне кăтартса панă. Ӳкерчĕке тума пулăшаканĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова В.Ф. пулчĕ. Эпир Елкина М. саламлатпăр, татах та çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Федорова В.Ф. |