Сывлăха еплерех упрасси пирки - тунинчен ытларах калаçатпăр эпир. Çакăн патне çынсем те, тухтăрӗсем те хăнăхса çитнӗ темелле. Çапах та манмалла мар: хусканусем туни - темле эмелрен те ытларах усă парать. Çакăн валли хальхи вăхăтра районсенче те мӗн пур мел пур. Ăçта бассейн çук? Е спортзала çӳреме май килмест-и? Йăлтах хамăртан килет. Ан ӳркен кăна.
Сывлăха çирĕплетесси, упрасси пĕтĕмпех кашни çыннăн хăйĕн аллинче. Кун йĕркине пăхăнни, спортпа туслă пулни - çын кун-çулне чылай мала тăсма пулăшать. Кунпа пĕрлех çирĕп сывлăх ырă кăмăл-туйăмпа та тачă çыхăннă. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх савăк кулă, лайăх кăмăл чи сиплĕ, тÿлевсĕр эмел шутланать.
«Сывлăха сутăн парса илме çук», - тенине те час-часах илтетпĕр. Апла пулин те çамрăксем тулхăрса, харкашса, пĕр-пĕрин çине çилĕ кăларса çÿренине час-часах куратăн. Хăйсен сывлăхне туртса, ĕçсе сиен кÿнине те курма пулать. Юлашки çулсенче вара çамрăксем наркотиксемпе явăçнине асăрхатпăр. Шел пулин те, сывлăх чи хакли пулнине кая юлса ăнланатпăр эпир. Вара ун чухне чавса çывăх та, çыртма çук. Сывлăха тем чул тавăрас тесен те тавăрма çук.
Çак инкексенчен сыхланас, хамăр сывлăха упрас тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти кашни класрах класс сехечĕсем, калаçусем, тренингсем иртрĕç. Вĕренекенсем чĕлĕм туртнин, эрех ĕçнин, наркотиксен сиенĕсем çинчен калаçрĕç, презентацисем пăхрĕç. Вĕсем хăйсен пĕлтерĕвĕсене интернет сайчĕсенчен, хаçат-журналтан тупнă. Сывлăха упрас тесен спортпа туслă пулмалли çинчен те калаçрĕç. Яланах пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулмаллине те çирĕплетрĕç ачасем. Хаваслă, ырă çын çумне усал чир-чĕр те çыпăçмасть иккен.
Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне килсе тухрĕç: «Сывлăх пулсан пурте пулать. Сывлăха упрама пĕлмелле. Пирĕн сывлăх хамăр алăра. Хăнăхма çăмăл, писме йывăр».
Федорова В.Ф. |