Вторник, 22.04.2025, 23:10
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры






















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2025 » Февраль » 24 » Халăхсен хушшинчи тăван чĕлхе кунĕ.
10:16
Халăхсен хушшинчи тăван чĕлхе кунĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта тăван чĕлхе эрни тухăçлă иртет. Нарăс уйăхĕн 21 – мĕшĕнче, халăхсен хушшинчи тăван чĕлхе кунне те планпа килĕшÿллĕн  палăртрĕç.

Нарăсăн 21-мĕшĕнче, поэзине юратакансем вун виҫҫĕмĕш   хут Ҫĕньялти  пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Кăçал та районти шкулсенчен  конкурса хутшăнакансен йышĕ пысăк пулни савăнтарчĕ.

Патăрьелĕнчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те   конкурса хастар хутшăнчĕç. Поэзие кăмăллакансем, хăйсен ăсталăхне кăтартса ҫĕнтерÿҫĕ тата призерсем пулма тивĕç пулчĕç. Чунтан тухакан сăвă йĕркисемпе итлекенсене савăнтарчĕç, тыткăнларĕç.

Малтисен ретĕнче çаксем пулчĕç: пĕрремĕш вырăна 5 - мĕш класра вĕренекен Рубцова Яна(вĕрентÿҫи Путякова Н.А.) вăрҫă темипе сăвă вуласа тыткăнларĕ. Аврелкина Полина 6-мĕш класс (вĕрентÿҫи Путякова Н.А.), Куданов Иван 7-мĕш класс (вĕрентÿҫи Каллина О.А.), Константинова Ирина 6-мĕш класс  (вĕрентÿҫи Лукьянова О.В.), Анисимова Инесса 9-мĕш класс (вĕрентÿҫи Каллина О.А.) призерсем пулчĕҫ.  Сăвă йĕркисене ăста тата кăмăлтан вуланине жюри членĕсем палăртса хăварчĕç.  Кĕҫĕн класра вĕренекенсем те  маттурскерсем. Цветков Дмитрий (вĕрентÿҫĕ Урукова С.С.), Солдатов Антон (вĕрентÿҫĕ Перепелкина А.А.), Краснов Ярослав (вĕрентÿҫĕ Иванова Н.В.) илемлĕ сăвă вуласа призер ятне тивĕҫрĕҫ, сумлисен  ретĕнче пулчĕҫ.

Ăнăçу тата çитĕнÿ сунатпăр çамрăк поэзии ăстисене.

Каллина О.А.

Просмотров: 17 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально
































Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2025  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
2425262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2025
uCoz