«Сывǎ пурнǎç йěркишěн» уйǎхлǎх пынǎ май Патăрьелĕнчи пěтěмěшле пěлӳ паракан 1-мĕш вǎтам шкулти 5-мěш класра вěренекенсемпе чăваш чĕлхи урокĕнче «Сывлǎх – чи хаклǎ пуянлǎх» темăпа калаçу сехечě иртрě. Чăн малтан пиллěкмěшсем çак каларǎш пěлтерěшне хǎйсем мěнле ǎнланнине каласа пачěç. Вěсем пирус-наркăмăшпа, эрех-сăрапа усǎ курни сывлǎхшǎн питě сиенлě пулнине палǎртрěç.
Пиллĕкмĕшсем калаçу вăхăтĕнче çын пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан япала нумай пулнине те аса илчĕç.
Кашни çыншăн сывлăх чи хаклă тупра, пуянлăх шутланса тăрать. Ăна укçалла туянма çук, кивçен ыйтма та пулмасть. Çавăнпа хамǎр сывлǎха хамǎрǎнах упрамалла тата çирěплетсе пымалла. Тĕрĕссипе, пур япалана упрама вара пит йывăрах та мар. Вăхăтра тĕрĕс апатлан, вăхăтра кан, уçă сывлăшра çÿре, ытларах хускал. Сывлăх пулсан – çын ĕçлет те, савăнать те. Сывǎ пурнǎç йěркипе пурǎнасси вара кашни çын тивěçě. Сывлǎхпа выляма юрамасть. Ãна каялла тавǎрма питě йывǎр е пачах та çук.
Юлашкинчен вĕренекенсем сывлǎхлǎ пулас тесен мěнле витаминлǎ апат-çимěç çимелли çинчен, сывлǎха мěн пěчěкрен упраса аталантарса пымалли çинчен те асǎнса хǎварчěç.
Калаçу сехечĕ вĕçленнĕ май «Сывлăх –хаклă пуянлăх» темǎпа йěркеленě презентацие тимлěн пǎхрěç. Ачасем урока «Сывлăх пулсан пурте пулать. Сывлăхшăн таса чунлă пулни те питĕ кирлĕ», - тесе пĕтĕмлетрĕç.
Федорова В.Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен |