«Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртеҫҫĕ. 5 – мĕш класра вĕренекенсен, чăваш чĕлхи урокĕнче кĕске калаҫу иртрĕ. Паллах, сывă пурнăҫ йĕркине ҫирĕп тытса пырас тесе тăрăшаҫҫĕ вĕсем.
«Кăшăлвирусран» сыхланас тесен мĕн тумалла? Ачасене ҫак ыйту кăсăклантарчĕ. Сывлăх пурнăҫра чи кирли. Кăна пурте пĕлетпĕр. Апла пулсан пирĕн сывлăх хамăр алăра. Çавăнпа йăлана кĕнĕ пек сыхлав йĕркисене пăхăнмалла: маскăпа ҫÿремелле, сыхлав упражненийĕсене куллен тумалла, виҫеллĕ уҫă сывлăшра пулмалла, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнмалла. Пысăк температура пулсан, сăмса тулса ларсан пĕр тăхтаса тăмасăрах тухтăр патне каймаллине ăнланаççĕ ачасем. Сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнаҫҫĕ пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем. Кăсăк калаҫăва вĕҫлесе ачасем сывлăха сыхлани хамăршăн тесе ҫирĕплетрĕҫ.
«Çамрăксем сывă пурнăҫ йĕркишĕн!» акцие хутшăнса, кĕҫĕн класри юлташĕсем патне ҫитсе килме тĕп тĕллев те лартрĕҫ. Вĕсем шăпăрлансене сывă пурнăҫ йĕркипе паллаштарĕҫ.
Каллина О.А., чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ. |