Чăвашсен паллă çыравçи, сăвăçи, драматургĕ Юхма Мишши (Ильин Михаил Николаевич) ака уйăхĕнче 85 çул тултарчĕ. Патăрьел районĕн Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл. Пирĕн Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухнă. Ун хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. Чăваш литературин аталанăвĕнче вара калама çук пысăк йĕр хăварнă. Паянхи кун та вулакансене хăйĕн тарăн шухăшлă произведенийĕсемпе савăнтарать.
Чăваш чĕлхи эрнинче, ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Патăрьелĕн тĕп библиотекине Юхма Мишшине сумлă юбилейпа саламлама районти шкулсенчен, ял библиотекисенчен хастар вулакансем пухăнчĕç. Тĕл пулăва пирĕн шкул ачисем те хутшăнчĕç. 5г класра вĕренекенсем Юхма Мишшине унăн «Чăвашлăх» сăввине вуласа саламларĕç. Шкул администрацийĕ ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшнăшăн тав хучĕ парса чысларĕ. Вăл шкулăн мухтавлă вĕренекенĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ.
Тĕл пулу питĕ кăсăклă иртрĕ. Ачасем Юхма Мишшинчен хайлавсем мĕнлерех çурални пирки, ытларах мĕн çинчен çырма юратни пирки ыйтса пĕлчĕç. Çыравçă «Шурçамка» произведенири сăнарсем пирки каласа пачĕ, вĕсене пурнăçран илни çинчен пĕлтерчĕ.
Ачасем çыравçăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Юхма Мишши чăваш халăхĕн историйĕпе унăн телейĕ пирки нумай хайлавсем çырнине пĕлчĕç. Çак калаçу ачасен асĕнче тахçанччен юласса шанас килет.
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен |