Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, ăна ачаран упрама вĕренмелле. Сывлăхлă çын çеç пурнăçра хăй вырăнне тупма, ĕçре çитĕнÿсем тума пултарать. Сывлăхлă çын телейлĕ те пуян.
Паян 9-мĕш «В» класс ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче спорт тата сывлăх çинчен калаçрĕç. «Сывлăхран хакли нимĕн те çук», - тенĕ ваттисем ĕлĕкрен. Çак сăмахсемпе кирек кам та килĕшет пулĕ. «Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пурнăçпа пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывлăх теми, уйрăмах хальхи вăхăтра, шкул пурнăçĕнчен пĕртте аякра тăмасть». Çакăн пек сăмахпа пуçларĕ чăваш чĕлхи урокне Валентина Федоровна. Ачасем «Эсĕ спортсменсене пĕлетĕн-и?» ятлă викторина ирттерчĕç, сывлăх çинчен ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. «Мы и наше здоровье» ятлă илемлĕ те пуян презентаци пăхрĕç.
Сывлăхлă çын пур енлĕн аталанма, вăй хурса ĕçлеме, тăрăшса вĕренме, тулли пурнăçпа пурăнма пултарнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Сывлăхлă пулас тесен спортпа туслă пулмалла, тĕрлĕ секцисене çÿремелле - çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç тăххăрмĕшсем.
Федорова В. Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен |