Суббота, 27.07.2024, 03:06
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Первой школе – 90! Время быстротечно. Годы уходят, меняя многое бесповоротно. Но порой так хочется невозможного – повернуть время вспять, и встретиться со своими коллегами, одноклассниками, учителями, обняться с ними и поделиться пережитым. А что для этого нужно? Горячее желание хоть на миг оторваться от будней, которые цепко держат нас. Ждем всех учителей и выпускников Батыревской СОШ №1 на юбилей, посвящённый 90-летию школы, который состоится 24 августа 2024 года по адресу: с. Батырево, пр. Ленина, д. 30. Начало 10.00.Оргкомитет.
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 23
Гостей: 23
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Апрель » 23 » Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ
14:04
Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ

Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, педагогĕ, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ. Аслă вĕрентекенĕмĕр йĕркеленĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăвашсемшĕн хăйне евĕрлĕ культура центрĕ, академийĕ пулса тăнă. Иван Яковлевич ачасене ăс-хакăлпа пĕлÿ парас тĕлĕшпе вырăс шкулĕсемпе пĕр виçене çитерме тăрăшнă. Халăх культурине хăпартас ĕçре тăван чĕлхе пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă.

Иван Яковлевич хăйĕн хайлавĕсенче халăх йăли-йĕрки çинчен, пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартнă. Вĕрентекенĕмĕр «Чăваш халăхне панă халал» - пил сăмахĕ  - çырса хăварнă. Ачасемшĕн çак произведенисен шухăшĕ вĕрентÿллĕ, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, тăван халăха, чĕлхене, çемьене, тус-юлташа юратма тата хисеплеме вĕрентеççĕ.

Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи кунне Иван Яковлевич Яковлева халалласа  5-11 классенче уроксемпе класс сехечĕсем иртрĕç. Ачасем иртекен мероприятисенче активлă хутшăнчĕç. Хăйсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен мĕн пĕлнине пĕр-пĕрне каласа пама тăрăшрĕç.

Солдатова С.А. и Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем

Просмотров: 445 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz