Нарăс уйăхěн 9-мĕшĕнче граждан вăрçин паттăрĕ Василий Иванович Чапаев çуралнăранпа 132 çул çитрĕ.
Çак паллă куна халалласа Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти 5 «в» класс ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче «Чапаев Василий Иванович — граждан вăрçин паттăрĕ» ятпа калаçу ирттерчĕç, паттăрăн ачалăхĕпе, вăрçăри хăюллăхĕпе паллашрĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова В.Ф. Василий Ивановичăн ачалăхĕ çинчен каласа кăтартрĕ.
Чапаев 1887 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче (нарăс, 9) Хусан кĕпернин Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче (халĕ Будайка Шупашкар хулине кĕрет), пуянах мар хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ - Иван Степанович, амăшĕ - Екатерина Семёновна. Василий çемьере улттăмĕш ача пулнă. Тантăшĕсем ăна Вася Чапай тесе чĕннĕ. Вăл вăрçăлла выляма юратнă, ачасем ăна яланах командир пулма суйлани, икĕ çул Шупашкарти мăнастир шкулĕнче вĕренни çинчен пĕлтерчĕ. Каярахпа Чапаевсем Самар кĕпернин Николаев уесĕнчи Балаковăна куçса кайнине палăртса хăварчĕ.
Чапаев Василий Иванович - граждан вăрçин паттăрĕ, Хĕрлĕ Çар çарпуçĕ, Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçине хутшăннă.
Вĕренекенсем презентаци пăхнăçемĕн Василий Чапаев 3 хут Георгий хĕресне тата медальне тивĕçнине, Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ пулнине, унăн ячĕпе урамсем, вĕренÿ учрежденисем хисепленсе тăнине, Шупашкарта Чапаев ячĕллĕ музей пуррине пĕлчĕç.
Ачасем калаçу вăхăтĕнче паттăра халалланă Н. Янкас çырнă "Чапаев вилĕмĕ" сăвва вуларĕç. Çавăн пек вара чăваш ятне çĕкленĕ паттăрсене манмалла мар тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.
Федорова В.Ф. |