Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти вĕрентекенсем Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн уçă уроксене, класс тулашĕнчи ĕçсене çÿресе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.
Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче те, эрнен юлашки кунĕнче, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентÿçи Путякова Н.А. тата педагог-вĕрентÿçĕ Гаврилова А.Н. 9б класпа «Эпĕ тата ыттисем» класс тулашĕнчи ĕçе ирттерсе хăйсен маçтăрлăхне кăтартрĕç. Мероприятире ачасем Оскард Уайльд çырнă «Çывăх тус» калавĕн чăвашла текстне вуларĕç. Произведенири тĕп сăнарсене, арман хуçипе Йăваш Ганса, сÿтсе яврĕç, характеристика пачĕç. Геройсен кăмăл-туйăмне, пултараслăхне, чун хевтине шута илсе Алина Николаевна сĕннĕ таблицăна тултарчĕç. Психологири этемĕн пурнăç йĕркипе çыхăннă потребитель, паразит, творец, романтик йышши çынсен уйрăмлăхĕсем çинчен калаçрĕç, вĕсен пурнăçри вырнне тупса палăртрĕç.
Урок вĕçĕнче «Альтруист тата эгоист» теста пурнăçласа 9б класс ачисем хăйсен чун хевтине тупрĕç. Юлашкинчен ирттернĕ тренинг-вăйă вара хамăра ыттисенчен уйăрса пурнăçри вырăна тупса палăртма пулăшрĕ. Класс тулашĕнчи ĕç ăнăçлă иртрĕ тесе шутлатпăр.
Путякова Н.А. тата Гаврилова А.Н. |