Пятница, 27.12.2024, 04:29
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2024 » Ноябрь » 18 » Ҫеçпĕл Мишши – кăвар чĕреллĕ поэтăмăр.
16:53
Ҫеçпĕл Мишши – кăвар чĕреллĕ поэтăмăр.

Ҫеҫпĕл Мишши – чăваш литературин классикĕ, тăлмач, драматург, патшалăх тата пĕрлĕх ĕҫлевҫи. Чăваш поэзин хĕрÿллĕ ĕҫченĕ 1899 ҫулхи чÿк уйăхĕн 16 – мĕшĕнче Канаш районĕнчи Касакасси Шĕкĕр (халĕ Ҫеҫпĕл) ялĕнче ҫуралнă.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 8 – мĕш класра вĕренекенсем Ҫеçпĕл Мишшине  халалласа «Ҫеçпĕл Мишши – кăвар чĕреллĕ поэтăмăр»  урок ирттерчĕç. Вилĕмсĕр поэтăмăр çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Ачасем чặваш поэзине, литературине аталанма çул уçнặ кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕлчĕç. Саккăрмĕш классем Нейросеть пулăшнипе вилĕмсĕр поэтăма чĕртсе тăратнă видеосюжета курса тĕлĕнчĕç. Видео урлă унăн хăватлă сăввисемпе паллашрĕç. Вĕсем поэтăмăр чăвашлăх шăпи пирки, чăвашсен телейĕ пирки нумай хайлавсем кун кĕртнине ăнланчĕç.

Ачасем чĕлхене, пуласлăха упрасси, аталантарасси кашнин тивĕçĕ тесе палăртрĕç.

Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Каллина О.А.

Просмотров: 31 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Ноябрь 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz