Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 5 класра Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа урок иртрĕ. Ҫеҫӗп Мишши - чӑваш литературин классикӗ, сӑвӑ ӑсти, прозӑҫӑ, драматург, тӑлмач, ӳнерҫӗ. Ачасем патшалӑх тата пӗрлĕх ӗҫченӗн ӗҫӗ - хӗлӗ пирки пĕлчĕç. Сӑвӑ ӑсти пирĕншĕн пысặк ĕçсем тунине туйрĕç пиллӗкмĕш классем. Чăвашлăх шăпи пирки, чăвашсен телейĕ пирки нумай сӑвӑ йӗркисем кун кĕртнине ăнланчĕç ачасем. Поэт ҫирӗп вӑй хурса, хӑйне ҫуратнӑ халӑх телейӗшӗн кӗрешӗве тухассишӗн ҫунса нумай сӑвӑ ҫырса хӑварнӑ.
«Тӗнчене тасатрӗ ирӗк вут кӑварӗ,
Ҫут тӗнче ҫуталч, иртрӗ авалхи»…
Библиотекăра халалласа йĕркеленĕ выстăвкăра унăн сӑввисемпе паллашрĕç. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе Каллина Ольга Алексеевнăпа пуçватмăшсем, синквейнсем, ÿкурчĕксем хатĕрлерĕç.
«Вӑл ӗмӗтленнӗ вӑхӑт пирӗн вӑхӑт» - урока вӗҫлерӗ учитель.
Вӑхӑт тухăçлă та интереслĕ иртрĕ.
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Каллина О.А. |