Чӳк уйăхĕн вун улттăмĕшĕнче чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 122 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 1-мĕш вăтам шкулта 6 ,8 – мĕш класра вĕренекенсем хушшинче ентешӗмӗре халалланӑ урок иртрӗ.
Ку мероприяти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен ҫак паллӑ пулӑмпа саламланипе, пултаруллă вĕренекенсене тав сӑмахӗ каланипе пуçланчĕ. 6- мӗш класра вӗренекенсем вуланă сӑввисем урока илем кĕртрĕç.
Ачасем «Ҫеспӗл Мишши» презентацие пӑхнӑ май чăваш халăхĕн чаплă поэчĕн пурнăҫĕпе тата пултарулăхĕпе тарăнрах паллашрĕҫ, вилӗмсӗр поэт пулнӑ вырӑнсем тӑрӑх утса тухрӗҫ.
Поэтӑн хӗрӳллӗ те вӑйлӑ, чăваш халăхне чуралăхпа мăшкăлтан хӑтӑлма чӗнекен, çĕнĕ пурнăçа мухтакан сӑввисем ачасене хумхантарчӗҫ. Çеçпĕл Мишши пĕр хăйĕн чапĕшĕн хыпса çунакан поэт пулманнине ӑнланчӗҫ, тӑван чӗлхене манӑҫа кӑлармалла маррине ҫирӗплетрӗҫ.
Урок пуриншĕн те усăллă пулчĕ.
Федорова В.Ф., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен |