Воскресенье, 22.12.2024, 13:14
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2017 » Октябрь » 20 » Чĕлхе урлă аталанать.
09:12
Чĕлхе урлă аталанать.

Ача ăс тăнне унăн чĕлхи урлă аталантармалла.

Этем хăйĕн пурнăçĕнче мĕн виличчен калаçăвне

аталантарса, тăтăшах чĕлхе пуянлăхне алла илсе пырать.

Кунран-кун ача çĕннине вĕренет.

 

Шкула пĕрремĕш хут ура ярса пуснă ачасен чĕлхине аталантарас тесе уйрăмах нумай ĕçлемелле.

Çичĕ çула çитмен чылай пепкен чĕлхи ансат та чухăн. Уйрăмах ача-пăча садне çÿременнисен çакă лайăх курăнать. Асанне-кукамайпа ларакан тёпренчĕк килтен тухса çÿремест, тантăшĕсем те çук унăн. Эпир ача-пăча чухне урамран кĕме пĕлместĕмĕр, мĕнле кăна вăйă вылямастăмăр. Урам ача-пăча сассипе кĕрлесе тăратчĕ. Паллах,  юлташсенчен çĕнĕ сăмахсем вĕреннĕ. Арçын ачасем çивĕччисенчен куç илместчĕç, вĕсем пекрех калаçма пăхатчĕç. Халĕ вара хĕлле тăвайкинче çунапа е йĕлтĕрпе ярăнакан ачана та, урамра лапталла вылякан шĕвĕрккене те курма çук. Шăпланчĕç урамсем. Ача никампа хутшăнмасăр сехечĕ-сехечĕпе компьютер е телевизор умĕнче хускалмасăр ларать.

Паллах, самана таппипе тан утмалла паянхи ачан, çавăнпа компьютерĕ те кирлĕ. Çапах та ăна пĕлсе усă курмалла. Мультфильм курнипе, тĕрлĕ вăйăсем вылянипе ачан чĕлхи уçăлмасть, çĕнĕ сăмахсем вĕренеймест.

Пуçласа шкула ура ярса пусакансем хушшинче япăх калаçакансем, уйрăм сасăсене тĕрĕс калайманнисем, хăш-пĕр сăмахсен пĕлтерĕшне-пĕлменнисем те тĕл пулаççĕ. Паллах, хăй сахал пĕлнине курса тăрса ача ыттисемпе хутшăнма хăюлăх çитереймест, уроксенче те шăп ларма тăрăшать.

Кăçал Патăръелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула 125 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕç. Вĕсем хушшинче 45 ача уйрăм сасăсене тĕрĕс калаймаççĕ тата калама пĕлекен сасăсене сăмахсенче калаймаççĕ.

Сăмахри сасăсене тĕрĕс илтме, вĕсене тĕрĕс калама вĕрентесси педагогăн тивĕçĕ çеç мар. Ку енĕпе ашшĕ-амăшĕн те пысăк тимлĕх кирлĕ. Çак темăпа эпĕ 1а классри ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче тухса калаçрăм. Пухури сăмахсем: «Ача чĕлхери сасăсене илтет пулсан, вăл таса та тĕрĕс калаçать. Сăмахран, сасăсене тĕрĕс илтмест пулсан, çав сасăсене вăл е йăнăш калать е вуçех те калама пĕлмест. Тĕрĕс мар калаçнин тĕп сăлтавĕ-ача çав сасса йăнăш илтни, унăн илтес туйăмне çителĕксĕр аталантарни. Çакăн пек ача вара сасă тишкерĕвĕ тунă чухне йывăрлăха кĕрсе ÿкет. Вулама-çырма вĕреннĕ чухне те нумай чăрмав сиксе тухать(сас палли тĕрĕс çырайманни, вулайманни».

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ!

Пĕчĕк ывăл хĕрĕр шкултан килнĕ чухне нумай калаçнăшăн ан пăшăрханăр. Калаçтăр вăл, куллен çĕнĕ сăмахсене тĕрĕс илтсе вĕсене калама вĕрентĕр. Ачасем пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçни пысăк пĕлтерĕшлине манар мар, вĕсем мĕн пĕчĕкрен пĕр-пĕринпе хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртма вĕренччĕр.

                                                                            Учитель - логопед Шашкина И.Л.

Просмотров: 592 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Октябрь 2017  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz