Воскресенье, 22.12.2024, 14:49
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 9
Гостей: 9
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Февраль » 15 » Чăвашла калаçатпăр
17:08
Чăвашла калаçатпăр

«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук.

Пĕр-пĕр халăха хăй чĕлхине манма хушни

çав халăха вилме хушнипе пĕрех.»

 И.Я. Яковлев.

Нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен Чăваш Республикин кашни шкулĕнчех тăван чĕлхе эрни пырать. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта та тăван чăваш чĕлхине халалласа тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Эрнен пĕрремĕш кунĕнче кашни урок чăваш сăввинчен пуçланчĕ. Ачасем уроксенче чăваш поэчĕсен пултарулăхĕсемпе паллашрĕç, тĕрлĕ презентацисем пăхрĕç, чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки калаçрĕç.

Кашни ачах тăван чĕлхене хăй майлă туять. Çак сăвă йĕркисенчен пуçласа хăйĕн валли хурав шырать: «Камсем эпир? Мĕнле йăхран эпир? Мĕнле анне савса çуратнă? Мĕнле атте ура çине тăратнă? Мĕнле çĕр парнеленĕ хăйĕн çăкăрне?» Атте-анне чĕлхин çепĕçлĕхне туйса çемьене юратма вĕренет, тăван çĕр-шыв хăватне туйса илет, сăвă йĕркисенчи сăмахсене тĕшмĕртсе тавра курăмне анлăлатать: «Чăвашлах пуплесчĕ пĕртте вăтанмасăр, сăвăсем вуласчĕ уççăн, вăтанмасăр. Çепĕç юрă пултăр ман тăван чĕлхем, вăл юрра юрлатăр халăх ĕмĕрех.»

Тăван чĕлхепе калаçакан ача яланах çирĕп утăмлă, вăй-хăватлă.

Çырла пахчи евĕр пуян чĕлхене,

Юратăр, чăваш ачисем, ĕмĕре!

Юратăр ăна çын çинче, кил-çуртра.

Юратăр ăна паянхи юрăра.

Юратăр ăна ĕненсе те шанса.

Чунпа, чĕрепе яланах ыр сунса.

Путякова Н.А. тата Солдатова С.А., чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем

Просмотров: 438 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz