Вторник, 10.12.2024, 08:15
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 4
Гостей: 4
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Апрель » 29 » Чăваш Республикин символĕсен кунĕ
12:25
Чăваш Республикин символĕсен кунĕ

Паян, ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, пирĕн республикăра пысăк уяв - Чăваш Республикин символĕсен кунĕ. Ăна шăп 30 çул каялла 1992 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче республикăн Аслă Канашĕ çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин ялавĕпе герб авторӗ – Юрьев Элли Михайлович художник. Патшалӑх гербӗ виҫӗ пайран тӑрать. Варринче -  щит, ун çинче «Пурнӑҫ йывӑҫне» ӳкернӗ, ун тӑрринче авалхи чӑвашсен «Виҫӗ хӗвел» эмблеми, аялта хăю çине «Чӑваш Республики – Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ.

Патшалӑх ялавӗ тӳркӗтеслӗх евӗрлӗ, вăл икĕ пайран тăрать: ҫӳлти пайӗ сарӑ тӗслӗ, аялти – тӗксӗм хӗрлӗ. Варринче – «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» тата «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑсем.

Герб ҫинче те, ялав ҫинче те икӗ тӗс – сарӑ тата тӗксӗм хӗрлӗ. Сарӑ тӗс – хӗвел айӗнче чӑвашсем пурӑнакан талккӑш символӗ, хӗрли ҫӗре пӗлтерет.

Гербпа ялав çинчи Пурнӑҫ йывӑҫҫи пурнӑҫ ӗмӗрех, яланах пулассине тата пӗтӗм тӗнчере ҫирӗп йӗрке пуррине пӗлтерет. Виçĕ хӗвел халӑхӑн иртнӗ тата хальхи кун-ҫулне, унӑн малашлӑхне кӑтартакан символ. Ҫак шухӑша чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай хӑйӗн пӗр сӑввинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑмахсемпе ҫирӗплетсе парать.

Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнӗ - «Тӑван ҫӗршыв» юрă. Унӑн авторӗсем – Герман Лебедев композитор тата Илле Тукташ поэт. Гимн республикăри паллӑ уявӗсенче, чаплӑ пухусене уҫнӑ тата хупнӑ чухне, тӗрлӗ церемони вӑхӑтӗнче Патшалӑх ялавне ҫӗкленӗ чухне, ют патшалӑх ертӳҫисене кӗтсе илнӗ чухне янӑрать.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те паян кашни урока чăваш гимнĕпе пуçларĕç, учительсем класс сехечĕсем ирттерчĕç. Чăваш Республикин символĕсен пĕлтерĕшĕ тата гербпа ялавăн тĕсĕсем мĕне пĕлтерни çинче тепĕр хут чарăнса тăчĕç, гимн юрларĕç.

Тӑван патшалӑх символӗсене хисеплесси – кашни ҫын тивӗҫӗ.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен

Просмотров: 194 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz