Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пиллĕкмĕш хут районти методика фестивалне хутшăнчĕç. Вăл Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта иртрĕ. Вĕрентÿçĕсем методикăра çĕнĕ мелсемпе, меслетсене усă курса тĕрлĕ уроксемпе, класс тулашĕнчи ĕçсем кăтартрĕç. Эксперт комиссийĕ тишкерÿ тунă хыççăн «Чи лайăх интеграциллĕ урок» номинацинче Каллина О.А., Кубикова А.А. çĕнтерчĕç. Солдатова С.А., Федорова В.Ф.,Сорокина Л.А. призерсен шутне кĕме май пулчĕ.
Хăйсен урок – планĕн конспекчĕсене эксперт комиссийĕ умне тăратса чи лайăххисен шутне Перепелкина Е.С., Путякова Н.А. кĕчĕç. Анлăн çутатса панă ĕçĕсенче çĕнĕ вĕренÿ стандартне усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Бабаева Е.М., Торговцев А.А. ĕçĕсене те пысăк шайра хакларĕç.
Пĕтĕмлетÿре çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чысларĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем |