Чĕлхе - халăх культурин чи пысăк пуянлăхĕ, чĕрĕ эткерĕ. Чĕлхене типтерлĕн сыхласа упраса ăруран ăрăва тĕрĕс-тĕкел куçарса пырасси кашни чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн тĕп тĕллевĕ.
Тăван сăмах кашни çыннах вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, халăх шăпине, итртнине, хальхине тата пулассине çывăх пулнине туйса илме пулăшать. Çакăн çинчен вĕрентеççĕ те ĕнтĕ чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем.
Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине халалласа 5-7 классенче литмонтажсем иртрĕç. Ачасем ку мероприятие хастар кăмăлпа хутшăнчĕç. Уйрăмах 7а класра вĕренекен Базманкин А., ЕмельяноваА., Сулагаева А., Никитин Н., Толстова Е. вуланă сăвă йĕркисем ачасен кăмăлне кайрĕç. Вĕренекенсем малалла та тăван чĕлхепе калаçса ăна упраса хăварас тесе тăрăшасса шанатпăр.
Солдатова С.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен |