Кашни çулах, ака уйăхĕн 25 - мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне уявлатпăр. Çак уяв вăл чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă. Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулти 9 в класра вĕренекен ачасем чăваш чĕлхи урокěсенче И.Я. Яковлев ачалăхĕпе паллашрĕç. Кунта çамрăк Иван Пăрăнтăк шкулĕнче вĕреннĕ самантсене аса илчĕç. Вĕренекенсене И.Я. Яковлев вĕреннĕ çын пулма ĕмĕтленни, унăн ырă кăмăлĕ, сăпайлăхĕ, шухăшĕ кăсăклантарчĕ.
Çавăн пекех ачасем И.Я. Яковлевăн калавěсемпе, юмахěсемпе паллашрĕç. Иван Яковлевич Яковлев Чăваш Букварьне тěрлěрен ăса вěрентсе калакан произведенисене кěртнě. «Тилě тус», «Шăрчăкпа кăткăсем», «Ула куракпа тилě», «Кашкăрпа путек» йышши юмахěсенче паллă вырăс юптаруçин И. А. Крылов произведенийěсене тěпе хунă. Çак икě культура хушшинчи çыхăнăва ачасем тÿрех туйса илчěç.
Ун хыççăн ачасем хăйсен пĕлĕвне, тавра курăмне "Мĕн? Ăçта? Хăçан?" брейн - ринг вăйăра тĕрĕслерĕç. Вăйăра ачасен çирĕп ăс - тăнĕ палăрчĕ. Пĕрремĕш вырăна Никитина Светлана тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене вара Лялькина Иринапа Рубцова Юля пайларĕç.
Юлашкинчен ачасем Иван Яковлевич хăйĕн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе чăваш халăхĕшĕн чи сумлă çынсенчен пĕри пулса тăнине палăртрĕç, хисеплĕ вĕрентекене яланах асра тытмалли çинчен те каларĕç.
Шкул ачисем чăваш поэчĕсен Иван Яковлевича халалласа çырнă сăввисене илемлĕ вуларĕç. Пурте кăмăллă юлчĕç.
Федорова В.Ф.,чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен. |