Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнаççĕ. Пур класра та хĕрÿ ĕç пырать. Акă, 5 класра вĕренекенсем чăваш чĕлхи урокĕнче аслă вĕрентекенĕмĕрĕн Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех паллашрĕç. Унăн «Ача-пăча калавĕсем» кĕнекинчи хайлавсене вуларĕç, содержанипе килĕшÿллĕ ÿкерчĕксем йĕркелерĕç. И. Яковлев çырнă калавсем çăмăл вуланнине тата вĕсене ăнланма питĕ ансат пулнине палăртрĕç ачасем.
6-мĕш класс ачисем вара «Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕ» конкурса хутшăнчĕç. Вĕрентекенсемпе ребус тупсăмĕсене тупса палăртма тăрăшрĕç, хăйсем те ребуссем йĕркелесе пăхрĕç. Ачасем пултарулăх ĕçне мĕн пур тулли кăмăлпа хутшăнчĕç.
Шкул ачисем чăваш чĕлхи эрнинче активлă пулни савăнтарать. Тăван чĕлхепе калаçни, халăх историйĕпе, культурипе кăсăкланни чăваш чĕлхине аталнатрни пулать те ĕнтĕ. Вĕренекенсем маллалла та хастар пуласса шансах тăратпăр!
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ |