Суббота, 14.02.2026, 02:54
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры

























ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2025 » Апрель » 25 » Чăваш чĕлхи эрнинче.
19:41
Чăваш чĕлхи эрнинче.

Тăван чĕлхесĕр чăн – чăн пĕлÿ ҫук.

И.Я.Яковлев.

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Асамлă чăваш чĕлхи – пире пĕр – пĕринпе хутшăнма май парать. Ку ҫеҫ те мар, вăл ҫавăн пекех пирĕн мăн асаттемĕсен ăс – хакăл пуянлăхĕпе ăсне типтерлĕн сыхласа упракан тата ăрусене ҫыхăнтарса тăракан эткерлĕх те. Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни  пырать. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче планпа килĕшÿллĕн  6 – мĕш  классем  «Чи лайăх куçаруçă» конкурса хутшăнчĕç. Çак конкуса Аслă вăрҫă паттăрĕсене  халалларĕç. Интереслĕ хайлавсем вуларĕҫ.  Ăнланман  сăмахсене ачасем чăвашларан вырăла, вырăсларан чăвашла çăмăллăнах куçарчĕç.

7 –мĕш тата 8 – мĕш класри ачасем «Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен» викторинăра хастар пулчĕç. Викторинăри ыйтусене  И.Я. Яковлева, Г.Айхине,  халалласа йĕркеленĕ. Кăткăс ыйтусен хуравĕсене вĕренекенсем çăмăллăнах тупрĕç.

9 – мĕш классем «Тылри тата хĕрÿ ҫапăҫури хĕр арăмсем» ятлă класс тулашĕнчи урокра паттăрсемпе паллашрĕҫ. Вĕсен вилĕмсĕр ячĕсем тарăн йĕр хăварни ҫинче чарăнса тăчĕҫ. Хастар та паттăр хĕр арăм салтаксем ҫутă пуласлăхшăн хăйсен пурнăҫне пани ҫинчен пĕлчĕҫ.

Ачасем чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнаççĕ. Кашни кун иртекен мероприятисем çÿллĕ шайра пулни савăнтарать.

Каллина О.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Просмотров: 66 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Знак отличия


Актуально
































Вход на сайт
Поиск по сайту
Календарь
«  Апрель 2025  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2026
uCoz