Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук.
Тăван чĕлхен тĕрлĕ ыйтăвĕсене ачасем чăваш чĕлхи урокĕсенче вĕренеççĕ. Теори материалĕ ачасемшĕн кичем ан пултăр тесен, çăмăл та ансат чĕлхепе калаçмаллине шкулта ĕçлекен кашни вĕрентекенех аван пĕлет. Анчах та ку çеç сахал. Ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмĕ пысăклантăр, вĕсен ăс-тăнĕнче тăван чĕлхене лайăхрах, тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен, вĕренекенсене кăсăклантарма, илĕртме те пĕлес пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта.
Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пырать. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче планпа килĕшÿллĕн 5 – мĕш тата 6 – мĕш классем И.Я. Яковлев ҫырнă юмахӗсем тăрăх ирттернӗ викторинăна хутшăнчĕç. Викторинăри ыйтусене аслă вӗрентекенӗмӗре халалласа йĕркеленĕ. Кăткăс ыйтусен хуравĕсене вĕренекенсем çăмăллăнах тупрĕç. Вуланă юмахсем тăрăх ӱкерчӗксем ӱкерчӗҫ.
Ачасем чăваш чĕлхи эрнине хастар хутшăнаççĕ. Кашни кун иртекен мероприятисем çÿллĕ шайра пулни савăнтарать.
Каллина О.А. чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ |