«Çурхи тĕнче вăраннă чух, хаваслă кун шăраннă чух…» Чăваш Республикин гимне юрласа пуçларĕç дистанци урокĕсене паян, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Ҫак пăтăрмахлă вăхăтра планпа килĕшÿллĕн чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ мероприятисем иртессе шанса ĕҫлеҫҫĕ кунта. Зум площадкăна усă курса, инҫет мелпе вĕрентекен ачасем валли электронлă выставка йĕркелерĕ. Вĕренекенсем чăваш халăхĕн мухтавлă çыннин, И.Я. Яковлевăн пултаруллăхĕпе, ĕçĕ – хĕлĕпе электронлă майпа паллашрĕҫ.
Вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăн авторĕн К.В. Ивановăн тата Иоаким Максимов – Кошкинский çинче чарăнса тăчĕç. Ḉак паллă çынсем пирĕн пурнăçра пысăк йĕр хăварнине палăртрĕç. Ачасем вĕрентекенпе пĕрле тĕрлĕ меслетсене усă курса тухăçлă дистанци урокĕ ирттерчĕç.
Чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр пулнине эпир пурте пĕлетпĕр. Çавăнпа кирек камăн та хăйĕн тăван чĕлхине лайăх пĕлмелле, унсăрăн тĕрĕс калаçма та, мĕн калас тенине калаçакан патне тĕрĕс çитерме те май çук. Саккăрмĕш класра вĕренекен Каргина Д., Каллин А., виҫҫĕмĕш класра ăс пухакан Кубикова Е., иккĕмĕш класри Каллин Н. халăхсем хушшинче иртекен «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акцие хастар хутшăнса хăйсем чăвашлăха упрани ҫинчен пĕлтерчĕҫ. Вĕрентекенĕ Каллина О.А. та ачасенчен юлмарĕ, акцие хутшăнчĕ, чĕререн тухакан сăвă йĕркисем вуласа пачĕ.
Паянхи кун тухăçлă иртрĕ.
Каллина О.А. чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ. |