«Çурхи тĕнче вăраннă чух, Хаваслă кун шăраннă чух…» Чăваш Республикин гимне юрласа пуçларĕç уроксене паян, ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта. Планпа килĕшÿллĕн чăваш чĕлхи эрнинче тĕрлĕ мероприятисем иртĕç. Акан 18-мĕшĕнче шкулти библиотекăра И.Я.Яковлева халалласа выставка йĕркелерĕç. Выставкăра вĕренекенсем чăваш халăхĕн мухтавлă çыннин, И.Я.Яковлевăн пултаруллăхĕпе, ĕçĕ – хĕлĕпе паллашма пултарчĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем уроксенче, класс тулашĕнчи сехетсенче аслă вĕрентекенĕмĕр çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăчĕç. Чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлевăн халалĕнчи шухӑшсем кашни ача чунне, чĕрине пырса тивессе шанас килет. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем аслă вĕрентекенĕмĕр çырнă юмахсемпе паллашрĕç, унти сӑнарсене ÿкерчĕҫ. Паянхи кун тухăçлă иртрĕ.
Каллина О.А. |