Кашни шкултах чăваш чĕлхи эрни хĕрсех пырать. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта та çак кунсенче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ . Ака уйăхěн 19- мěшěнче 2 - 8-мĕш класра вĕренекен хушшинче И. Я. Яковлев калавěсем тăрăх ÿкернě ÿкерчěксен конкурсě пулчě. Чи илемлӗ ӱкерчӗк 2 - 4 классем хушшинче Солдатова К. (3в класс), Маллина Е. (3в класс), Самакин Д .(3в класс), Тихонов А. (3в класс), 5 – 6 классем хушшинче Вахитова Э. (6 б класс), Петрова А. (5 б), 7 – 8 классем хушшинче Мышкина О. (8в класс), Кдрасова З. (8в класс) пулчěḉ.
1 -мěш класра вěренекен ачасем те чăваш чěлхи эрнине хутшăнаḉḉě. Вěсем И. Яковлев ḉырнă «Утăра» кěнекери калавсемпе паллашрěḉ. Унтан ÿкерчěксем ÿкерчěḉ.
Тӑван чӗлхе - тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлÿ илсе ӳсетпӗр. Тăван сасăран, тӑван чӗлхерен пирĕн ăс-хакăл, чун-чĕре вăй-халӗ, кӑмăл никӗсӗ аталанма пуҫланнине манас марччӗ. Чӑвашсен аслӑ ҫутта кӑлараканӗ И. Я. Яковлев ҫапла палӑртнӑ: «Анне чӗлхи – халӑх ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипечӗн аслӑран та аслӑ вӑйӗ, унӑн тӗп тӗрекӗ».
Федорова В.Ф. чăваш чěлхипе литературине вěрентекен. |