Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чĕлхи кунĕ. Çак куна халалласа Чăваш Республикин кашни шкулĕнчех чăваш чĕлхи эрни иртет. Кăçалхи мероприятисене чăвашсен çĕнĕ çырулăхне тунăранпа 150 çул çитнине халалланă. Алфавита тăваканĕ – аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев.
Патăрьелĕн 1-мĕш вăтам шкулĕнче те 19 апрелĕнчен пуçласа эрнипех хĕрÿ ĕç хуçаланчĕ. Кашни класрах чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем класс сехечĕсем, вăйă-уроксем, пултарулăха туптакан маçтăр-классем ирттерчĕç. Александрова О.Н., Сорокина Л.А., Солдатова С.А. тата Путякова Н.А. вĕрентекенсем эрнен пĕрремĕш кунĕнчех шкул ачисене Чăваш Республикин символĕсем çинчен каласа пачĕç, Раиса Сарпи поэтесса пултарулăхĕпе район шайĕнчи конкурса ачасемпе хутшăнса призёрсем пулма пултарчĕç. Путякова Н.А. ертсе пынипе 5г класс вĕренекенĕсем Юхма Мишши çыравçăпа тĕл пулчĕç, чăвашлăх çинчен сăвă каласа куракансене те, çыравçа та хавхалантарчĕç. Солдатова С.А. урокĕсенче вара ачасем тăван чĕлхе çинчен калакан йĕркесене шăрантарчĕç. Александрова вĕренекенсене чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем çинчен каласа пачĕ. Сорокина Л.А. уроксенче тата класс сехечĕсенче «Поэзи лаççин» вăрттăнлăхне уçса пама тăрăшрĕ, хăй çырнă сăвăсемпе паллаштарчĕ. 9г класс ачисем, вĕрентекенĕ Путякова Н.А., «Чăваш алфавичĕ 150 çулта!» хаçат кăларчĕç. Ачасем класпа кăна мар, хăйсем те уйрăм хаçат йĕркелеме кăмăл турĕç. Эрнен юлашки кунĕнче кашни класрах Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калаçрĕç, чăваш чĕлхин малашĕ пулас ăрура пулнине палăртрĕç.
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ |