Пятница, 05.12.2025, 16:43
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры
























ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2025 » Апрель » 28 » Чăваш чӗлхи – тӑван чӗлхе.
11:06
Чăваш чӗлхи – тӑван чӗлхе.

Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,

Мĕн чухлĕ ĕмĕт халлĕхе,

Сана, ачам, пурне те панă

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе!

Яков Ухсай

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ  – Чăваш чӗлхи кунӗ.  Ҫак куна халалласа, чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 7г класра вĕренекенсем вулавӑшра пулчĕç. Унта чăваш чӗлхи илемне, пуянлăхне палăртас тӗллевпе «Чăваш чӗлхи кунӗ» класс сехечĕ иртрĕ.

«Çак кун, çурхи илемлĕ вăхăтра, чăвашсен паллă патриархӗ И.Я. Яковлев çуралнă. Иван Яковлевич Яковлев – ăсчах-педагог, çыравçă, чăвашсене çутта кăларакан, чăваш çырулăхне пуçаракан. Вӑл пирĕн тăрăхри шкулсенче темиçе хутчен те пулнă. Кашни килмессерен вĕрентекенсен ырă та пархатарлă ĕçĕсемпе, ачасен тарăн пĕлĕвĕсемпе савăннă, лайăх вĕренекенсене Чĕмпĕр шкулне чĕннĕ», – пĕлтерчĕ Наталия Алексеевна.

Чăваш чĕлхипе пирĕн асатте-асаннесем калаçнă. Чăваш чĕлхине вĕсем пире пехиллесе хăварнă. Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе. Вăл  пуян, илемлĕ, янăравлă та çепĕç. И.Я. Яковлев халалне асра тытса пурǎнар: «Ырă çын пул. Ватă çынсене хисепле, юлташусем умěнче пуçна ан каçăрт, кěçěннисене ан кÿрентер. Аçупа аннÿне хисепле, вěсене итле…».

Чǎваш халǎхĕ пурǎннǎ чухне унǎн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пулě. Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, шкулта та.

Лукьянова О.В., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 64 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Знак отличия
Актуально































Вход на сайт
Поиск по сайту
Календарь
«  Апрель 2025  »
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2025
uCoz