Ака уйăхӗн 18- мӗшӗнче Патăрьелӗнчи 1-мӗш шкулта чăваш чӗлхи эрни пуçланчӗ. Планпа килӗшӱллӗ 6- мӗш класра вӗренекенсем ребус тума хăнăхрӗç. Пултарулăх конкурсĕнче пĕри тепринчен маттуртарах пулчӗç.
Улттăмĕшсем хастар пулни палăрчĕ, чăтăмсăр кĕтрĕç ачасем чăваш чӗлхи эрнине, ӗçе хапăлласах пуçăнчӗç. Ребуссем шутлама çеç мар, хăйсем те ăсталама вӗренсе çитрӗç. Йӗркеленӗ ребуссем тăрăх ачасемпе калаçу та иртрӗ.
Эрне тăршшĕпех 9 класра вӗренекенсем «И.Я. Яковлев - çутта кăларакан» викторина ыйтăвĕсене хуравларӗç. Ачасем, тăххăрмĕш классем, хастар пулнине палăртмалла, класра ăмăрту сывлăшӗ вӗресе тăчӗ. Аслă класра вӗренекенсене ӗç пӗтӗмӗшле кăмăла кайрĕ. Вӗрентекен чĕнĕвне шута илсе пирĕн ачасем малашлăха çул тупма пулăшакан вăрттăнлăхсене уçма хатĕррине пĕлтерчĕç.
Кăсăклă та хавас пулчӗ ачасене. Мероприятисем лайăх шайра иртрӗç, пурне те пысăк тав.
Гаврилова А.Н. |