Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн символӗсем пур: гимн, ялав тата герб. Чӑваш Республикин символӗсене 1992 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. Ялава пӗрремӗш хут 1992 ҫулхи майӑн саккӑрмӗшӗнче ҫӗкленӗ. Пирӗн ялав республикӑра пурӑнакан халӑхсен туслӑ пӗрлӗхне палӑртать.
Ҫакна шута илсе Патӑрьелӗнчи 1- мӗш вӑтам шкулта 5 – мӗш класра «Патшалӑх символӗсем» ятлӑ урок иртрӗ. Урока пиллӗкмӗшсем «Ҫурхи тӗнче вӑраннӑ чух,…» тесе пуҫларӗҫ. Чӑваш Республикин гимне ура ҫине тӑрса, тулли кӑмӑлпа шӑрантарчӗҫ. Ачасем Чӑваш Республикин ялавӗ икӗ тӗслӗ пулнине, патшалӑх гербӗ виҫӗ пайран тӑнине каларӗҫ. Йывӑҫ тӑрринчи виҫӗ ҫӑлтӑр Петӗр Хусанкай сӑмахӗсемпе калас пулсан, «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» тенине пӗлчӗҫ.
Тӑван патшалӑх символӗсене хисеплесси - кашнин тивӗҫӗ тесе палӑртрӗҫ.
Каллина О.А., чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ. |