Эй, челхем, анне панӑ чĕлхем,
Янӑра эс çут тĕнчере!
Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлем,
Эсĕ ман пĕрре çеç – пĕрре.
Николай Сандров
Ака уйӑхĕн 24-мĕшĕнче Кивĕ Ахпӳртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлӳ паракан шкулта пысӑк уяв иртрĕ – Чӑваш чĕлхи кунĕ. Чӑваш чĕлхи кунне уявлама Патӑрьел районĕн чӑваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсемпе вĕсен вĕренекенĕсем, сумлӑ хӑнасем, тӑван чĕлхене юратакансем, аталантаракансем пуçтарӑнчĕç.
Ҫутӑ та хӑтлӑ пĕлӳ ҫуртĕнче иртекен уяв программине районти чӑваш чĕлхипе литература учителĕсен методика ертӳçи Кулакова Светлана Пантелеймоновна уҫрĕ. Уявра ачасем тӑван чĕлхепе çырнӑ сӑвӑ-юрра шӑрантарчĕç, чӑваш ташшисем ташласа, сценкӑсем кӑтартса пурне те савӑнтарчĕç.
Районти Чӑваш чĕлхи кунĕнче Патӑрьелĕнчи 1-мĕш вӑтам шкул вĕрентекенĕсем Путякова Н.А., Каллина О.А., Торговцев А.А. тата Путякова Юльӑпа Никитин Валентин вĕренекенсем те хутшӑнма кӑмӑл турĕç. 3г класра вĕренекен Юля Путякова концертра «Талла-талла» ятлӑ чӑваш халӑх юррине шӑрантарса куракансене тыткӑнларĕ, Валентин Никитин вара купӑспа чӑваш кĕввисене каласа пурне те тĕлĕнтерчĕ.
Чӑваш чĕлхи эрни тӑсӑлнӑ май планпа килĕшӳллĕн иртекен мероприятисем чӑвашлӑха упраса хӑварма, аталантарма пулӑшасса шанатпӑр. Пирĕн шкул ачисем тӑван чĕлхипе калаçма ӑнтӑлни пирĕншĕн çутӑ пуласлӑх. Апла пулсан «эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр».
Тӑван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывӑ пул!
Эпир çĕрте çĕрсен те – эсĕ юл
Анне чĕлхи, эс тӑванран тӑван,
Санран çывӑххи кам пур-ши ман.
Путякова Н.А. тата Каллина О.А. вĕрентекенсем |