1899 çулхи чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чăваш поэзийĕн никĕсне хываканĕ-Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин), Канаш районне кĕрекен Касаккасси ялĕнче, чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Çеçпĕл Мишши чăваш поэзине силлабо-тоникăллă сăвă виçине кĕртнĕ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 8 класра вĕренекенсем Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе паллашнă май унăн сăввисене «Чăваш чĕлхи» , «Тинĕсе» , «Хурçă шанчăк» вуларĕç. Кăвар чĕреллĕ поэт сăнарĕ пире пурнăçа вĕçĕмсĕр юратма, телейлĕ пуласлăха ĕненме, ĕмĕтленме, хастар та хăюллă пулма вĕрентет.
Çĕçпел Мишшин сăвисенче вăл пурнăçа юратни, революцилле хăватлă оптимизм, ĕç çыннисем йывăр кĕрешуре çĕнтерессине ĕненни, этемлĕхĕн малашлăхĕ телейлĕ пулассине çирĕп шанса тăни палăрса тăрать.
Ачасем Çеçпĕл Мишшин сăввисене хаваспах вуларĕç.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Солдатова С.А |