2021 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Патăрьелĕн «Çăкăр» музейĕнче «Çăкăр – пирĕн пуянлăх» ятпа сăвва илемлĕ калакансен конкурсĕ иртрĕ. Çак мероприятие Пĕтĕм тĕнчери çăкăр кунне халалланă. Конкурсăн тĕллевĕсенчен пĕри – ачасене çăкăра хаклама вĕрентесси.
1-11 класс ачисем çăкăр çинчен калакан сăвăсене вырăсла та, чăвашла та шăрантарчĕç. Хăйсене еплерех тытнине, мĕн тăхăннине, сăввăн шухăшне итлекен патне çитернине кура жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Путякова Н.А. вĕрентекен ачасем те çак конкурса хутшăнчĕç, çĕнтерÿçĕ ята та тивĕçрĕç. Калăпăр, 5-мĕш класра вĕренекен Селиванова Настьăпа Селиванова Регина, 6-мĕш класра вĕренекен Путякова Юля, 11а класс вĕренекенĕ Мердина Евгения çăкăр çинчен сăвăсене чăвашла янраттарчĕç, 1-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Эпир вĕсене саламлатпăр, малалла та хастар пулмалла пултăр!
Çут тĕнчере пурăнакан кашни çыннăн «çăкăртан хакли ним те çук» тенине манас марччĕ.
Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен |