Среда, 25.12.2024, 10:32
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры





















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2018 » Декабрь » 11 » «Асăрханăр: çÿхе пăр улталать»
16:16
«Асăрханăр: çÿхе пăр улталать»

Кĕрхи çанталăка кĕске ăслă тенĕ-ха  пирĕн ваттисем. Чÿк уйăхĕ пиркиех каланăн туйăнать ăна. Анчах раштав уйăхĕнче те  çанталăкĕ чӳк уйăхĕнчи пекех  йĕпе-сапаллă, юрлă-çумăрлă. Хĕлле пулчĕ тесе кĕрĕксене те хускатрăмăр, анчах, курăсăн— урамра йĕпе, йĕпе юр та  чашлаттарать.

Çакăн пек çанталăк кĕçĕн çулхи ачасемшĕн хăрушăрах, мĕншĕн  тесен кÿлĕсемпе пĕвесем çийĕнчи çÿхе пăр, куçкĕски пек йăлтăрккаскер, таçтанах çуталса выртаканскер, ытларах вĕсене илĕртет  те.

Инкек-синкек сиксе ан тухтăр тесе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти  2-мĕш «В» класс ачисем чăваш чĕлхи урокĕнче хăрушсăрлăх правилисене аса илчĕç, «Асăрханăр:  çÿхе пăр улталать!» темăпа калаçусем ирттерчĕç.

Калаçу вĕçĕнче ачасем  «Чтобы не было беды» ятлă презентаци пăхрĕç, ыйтусем пачĕç, хуравĕсене те хăйсемех тупрĕç.

Аслăрах классенче вĕренекенсен те, ашшĕ-амăшĕн те тимлĕ пулмалла, кĕçĕннисене сăнасах тăмалла, асăрхаттармалла.

Федорова В.Ф.

Просмотров: 406 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Декабрь 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz