2017 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче, поэзине юратакансем вун пĕрмĕш хут Çĕньялти пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç. Кăçал районти шкулсенчен 93 вĕренекен конкурса хутшăнчĕ.
Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем те сăвă конкурсне хастар хутшăнчĕç. Поэзие юратакансем, хăйсен ăсталăхне кăтартса призерсем пулма тивĕç пулчĕç. Чунтан тухакан сăвă йĕркисемпе итлекенсене савăнтарчĕç, тыткăнларĕç.
Малтисен ретĕнче çаксем пулчĕç: иккĕмĕш вырăна 5 - мĕш класра вĕренекен Каргина Дианăпа (вĕрентÿçи Каллина О.А.) 10 – мĕш класра вĕренекен Никитина Анастасия (вĕрентÿçи Торговцев А.А.) – тивĕçрĕç, 7 – мĕш класра вĕренекен Думилина Ульяна(вĕрентÿçи Бабаева Е.М.) – виççĕмĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ. Ăнăçу тата çитĕнÿ сунатпăр вĕсене.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем. |