Тĕнчипе паллă сăвă ăсти – Геннадий Николаевич Айхи – çуралса ÿснĕ ялта, Çĕньялта, кăçалхипе 14-мĕш хут «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсĕ иртрĕ.
Конкурс 3 номинаципе пулчӗ:
1) «Г. Айхи сӑввисем чӑвашла тата вырăсла»;
2) «Г.Айхи хайлавĕсем тăрăх йĕркеленĕ ÿкерчĕксем»;
3) «Чи лайăх буктрейлер».
Кашни çулах районти пултаруллă та маттур вĕренекенсем хутшăнаççĕ çак ăмăртăва, çав шутра – Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти хастар ачасем те. Улттăмĕш класра вĕренекен К. Шайкина, тăваттăмĕш класра вĕренекен А. Петрухина «Г. Айхин чăвашла тата вырăсла сăввисем» номинацире иккĕмĕшпе виççĕмĕш, Э. Хамидуллова (6 класс) «Г.Айхи хайлавĕсем тăрăх йĕркеленĕ ÿкерчĕксем» номинацире тупăшса призлă вырăнсене йышăнма пултарчĕç. Вĕренекенсене çав ятпа чунтан саламлатпăр, малашне тата пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Федорова В.Ф. |