Вĕрентекенĕн кашни ачара пултарулăхне курмалла. Нумай çул шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ май, эпĕ те вĕренекенсенче çавна шыратăп. Шурă юр ташши, Çĕнĕ çул çывхарни, урамри кĕрт куписем, сивĕ уçă сывлăш, хĕллехи çанталăк кашнин чунĕнче илемлĕх туйăмне вăратать. Паян вулакансене çав самантсене ачасен куçĕпе кăтартасшăн, вĕсен сăввисемпе паллаштарасшăн.
Хĕлле
Урампа халь хĕл иртет,
Сивĕ çил вĕрет.
Çĕнĕ çул часах çитет,
Шурă юр хĕвет.
Смелова Катя, 8 класра вĕренекен.
Хĕл Мучипе Юр пике
Хĕл Мучипе Юр пике
Тăрăшса ташлаççĕ,
Эпир савăнсан пĕрле
Кучченеç параççĕ.
Рубцов Степан, 5 класра вĕренекен.
Кайăксем
Килчĕ çитрĕ шурă хĕл,
Ман юлташăм эсĕ пĕл.
Таврара кĕрт куписем,
Шăннă пĕчĕк кайăксем,
Вĕсене пулăшмалла,
Апат-çимĕç памалла.
Чернов Давид, 8 класра вĕренекен.
Юр пĕрчи
Шурă, капăр, юр пĕрчи,
Паян эсĕ хĕл евчи.
Тÿперен ÿкен çĕре,
Çур кунччен саван пире.
Таврара эс хăнара,
Хĕл илемĕ пур санра.
Цветкова Кристина, 8 класра вĕренекен.
Çитĕ кĕçех Çĕнĕ çул
Акă иртĕ Кивĕ çул,
Килсе çитĕ Çĕнĕ çул.
Телей, сывлăх, ăнăçу
Сунар эпир пĕр-пĕрне.
Хĕл Мучипе Юр пике
Часах килĕç хăнана.
Савăнмашкăн пирĕнпе
Вĕсем хапăл яланах.
Владимиров Иван, 8 класра вĕренекен.
Ярăнаççĕ ачасем
Çитрĕç сивĕ хĕл кунсем,
Урамра шап-шурă.
Ярăнаççĕ ачасем
Конькипе пăр тăрăх.
Кошкина Елена, 5 класра вĕренекен.
Сорокина Л.А., чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ. |