Патӑрьелӗнчи 1-мӗш вӑтам шкулти ачасен ҫуллахи кану лагерӗ кӗрлесе ҫеҫ тӑрать. «Интеллект» лагере ачасем хаваспах ҫӱреҫҫӗ, тивӗҫлипех канаҫҫӗ. Лагерьте йӗркеленӗ мероприятисемсӗр пуҫне шӑпӑрлансем тӗрлӗ клубсене ҫӱреҫҫӗ. Паян тӗслӗхрен, ирхи апат хыҫҫӑн ачасене чӑваш чӗлхине кӑмӑллакансене, Каллина Ольга Алексеевна «Ылтӑн пучах» клубра кӗтрӗ. Ачасем кӗске вӑхӑт хушшинчех грамматика вӑййисене вылярӗҫ, чӑваш наци халӑхӗн йӑли – йӗркине аса илчӗҫ. «Ылтӑн пучах» ятпа хаҫат кӑларчӗҫ. Хаҫатра ачасем кану вӑхӑтне, лагерь пурнӑҫне чӑвашла ҫутатрӗҫ. Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк та ачасен кӑмӑлне хуҫмарӗ. Мӗншӗн тесен «Интеллект» лагерьте кану вӑхӑчӗ вӗресе ҫеҫ тӑрать. Пурте хавас та тулли кӑмӑллӑ.