Пятница, 29.03.2024, 07:44
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2018 » Апрель » 27 » Викторина «Иван Яковлевич Яковлев»
16:36
Викторина «Иван Яковлевич Яковлев»

    Патăрьелĕнчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни хĕрсех пырать. Чăваш чĕлхи эрнине И.Я.Яковлева халалларĕç. Ку эрнере ачасем Аслă вĕрентекен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калаçрĕç. Просветитель çырнă ача-пăча калавĕсемпе чăваш халăхне панă халала вуларĕç, кĕске биографийĕпе паллашрĕç. Чи кирли вара - Раççейри ырă ĕçсем тăвакан çулталăкпа çыхăнтарса чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев тунă ырă ĕçĕсене палăртрĕç. Чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетсе  вĕрентекенсем 5-11-мĕш классем хушшинче викторина ирттерчĕç, ачасем Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне  мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслерĕç. Ыйтусем çине тарăн хурав пама тăрăшрĕç вĕсем. Викторинăра чи хастаррисем çаксем пулчĕç: 6б – Муллина Юлия, Верёвкина Юлия, Попова Анастасия; 7а – Краснова Елена, Иракина Анастасия, Ахмеева Юлия, Зиятдинова Лилия; 7б – Сафьянова Жанна, Николаева Валерия, Макарова Юлия;   8в – Думилина Ульяна, Рогина Анастасия, Логунов Максим; 8г – Галкин Мефодий, Петрова Екатерина, Мальцева Юлия; 8а  – Крылов Игорь, Никитин Максим, 8б – Каллин Егор, Мефодьева Дарья, Краснов Дмитрий; 9а – Ильичёва Екатерина, Матвеева Анастасия, Илехметова Мария. Вĕрентекенĕсем – Солдатова С.А., Путякова Н.А., Каллина О.А.. Малашне те ачасене тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнасса шанас килет.

Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем  Путякова Н.А. тата Солдатова С.А.

Просмотров: 583 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2018  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz