Четверг, 09.05.2024, 22:15
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2024 » Февраль » 21 » «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» ăмăрту
12:20
«Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» ăмăрту

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта Тăван чĕлхене халалланă эрне малалла пырать. Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир чĕлхеме çинчен?

Тĕнчене килнĕ халăхсем тем тĕрлĕ чĕлхепе те калаçаççĕ. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, тĕнчере пурĕ 3 пине яхăн чĕлхе. Теприсен шухăшĕпе, чĕлхесен шучĕ 5 пине те çитет. Чĕлхе – пĕлÿ, ăрусен ăс пурлăхне пухма, ăна упраса хăварма, çавна май тĕрлĕ ÿнере, культурăна, ăслăлăха аталанма май туса парать. Чĕлхе  халăх ăс-тăнĕн пуянлăхĕ, ун культурин тĕп палли. Чĕлхе пулмасан халăх пулмасть. Çавăнпа та чĕлхе вăл  халăх историйĕн никĕсĕ.

Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхепе усă курса эпир хамăр ăс-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр. Халăхăн культурипе творчество аталанăвĕ те тăван чĕлхепе çыхăннă.

Чăваш чĕлхин пуянлăхĕ пирки тата чĕлхе вăрттăнлăхне пĕлес тесе эпир, шкулти тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем Путякова Н.А., Каллина О.А., Лукьянова О.В. 5-мĕш классем хушшинче нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Ăмăртăва кашни класра 6-шар ача хутшăнчĕ. Вĕсем учительсем хатĕрленĕ 3 станцири (станци ячĕсем: «Ребуссем», «Ваттисен сăмахĕсем», «Тупмалли юмахсем») ĕçсене пурнăçласа чăваш чĕлхине чи лайăх пĕлекен ята çĕнсе илес тесе тупăшрĕç. Хĕрÿ ĕçре чи маттуррисем 5б классем пулчĕç, вĕсем 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. 5г класс ачисем 2 вырăна тивĕçрĕç. 3-мĕш вырăнта вара икĕ класс – 5а тата 5в класс ачисем.

Ăмăртăва хутшăнакан кашни хăй мĕн пĕлнине кăтартма тăрăшрĕ. Вĕренекенсене малалла та хастар пулма сунатпăр.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 50 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz