Вторник, 23.04.2024, 17:00
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Февраль » 25 » ТĂВАН ЧĚЛХЕ - ЧĂВАШ ЧĚЛХИ
08:30
ТĂВАН ЧĚЛХЕ - ЧĂВАШ ЧĚЛХИ

Чăваш чĕлхи эрнине халалласа тата ачасен  пултарулăхне, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, анлă пĕлӳллĕ, пысăк тавра курăмлă  пулма вĕрентес  тĕллевпе  Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам  шкулта 5«в» класра  вӗренекен ачасем хушшинче «Тăван чěлхе - чăваш чěлхи» ăстăн вăййи иртрĕ. Çивĕч кĕрешÿре чи нумай балл пухса пĕрремĕш вырăна Цветков Павел  тухрĕ, 2-3-мĕш вырăнсене  Синеева Софийăпа  Правитель Карина  пайларĕç.

Вăйă хыççăн ачасем чăваш чěлхи çинчен калаçу пуçарчĕç. Кашни уйăхра тĕнчере икĕ чĕлхе  çухалать иккен.  Раççейре хальхи вăхăтра  136  чĕлхе  çухалас хăрушлăхра.

Чĕлхе çынна сывлăш пекех кирлĕ. Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, тĕнчере  6  пине  яхăн чĕлхе. Хăш-пĕр чĕлхепе питĕ нумай çын калаçать, хăшĕсемпе вара – темиçе çын анчах. Чăвашла калаçакансем çĕр çинче - 1 миллион та 500 пине  яхăн. Пирĕн чĕлхе ытла та хăйне евĕрлĕ, ун пекки урăх çук.  Чăваш чĕлхин хăвачĕпе илемне ют çĕршыври учёнăйсем те, вырăс ученăйĕсем те тахçанах асăрханă.  Вĕсем пирĕн чĕлхене вĕреннĕ, тĕпченĕ, чаплă тĕпчев ĕçĕсем çырса хăварнă.

Юлашки вăхăтра шкулсенче тепĕр чух ачасен чăвашла вĕренес  туртăм  чакни сисĕнет. Шкул пĕтерсен хăйсене чăваш чĕлхи кирлĕ пулмĕ тесе шутлаççĕ пулас ун пеккисем.  Вырăнти халăх чĕлхине пĕлменни кирек камшăн та начар япала, çын культурăсăр пулнине кăтартать. Чĕлхе- пирĕн  истори, пирĕн эткерлĕх. Пĕтĕм культура, искусство, ăслăлăх никĕсĕ - чĕлхе.  «Чĕлхе  хăйне пултарнă халăхпа  кăна пĕтет. Çавăнпа та чĕлхене пĕтме сунни халăха вилме суннипе пĕрех»,- тенĕ И.Я. Яковлев.  Апла пулсан, халӗ  ҫитӗнсе пыракан ачасен чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле, аталантармалла,  упрамалла.

Чăвашла ан манăр, чăвашсем!

                                                                       Федорова В.Ф.

Просмотров: 485 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz