Пятница, 19.04.2024, 11:02
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Февраль » 22 » Тăван чăваш чĕлхи эрни тухăçлă иртрĕ.
14:50
Тăван чăваш чĕлхи эрни тухăçлă иртрĕ.

Пĕтĕм тĕнче халăхĕсен тăван чĕлхи кунне 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни 1952 ҫулта Бангладеш тӗп хулинче тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.

Кăçал пĕтĕм тĕнче шайĕнче Тĕп халăх чĕлхисен çулне уявлама палăртнă. Чăваш Республикин кашни шкулĕнчех тăван халăх чĕлхипе тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта та нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен планпа килĕшÿллĕ тăван чăваш чĕлхи эрни  иртрĕ. Чăваш чĕлхине халалласа кашни класрах  литмонтаж ирттерчĕç. Шкул библиотекинче кĕнеке выставки йĕркелерĕç.

Уроксенче, класс тулашĕнчи сехетсенче сăвă, калав, сочинени çырас ăсталăха туптарĕç. Ăмăртусенче тĕрлĕ ĕçсем (кроссворд, ÿкерчĕк, ребус, хаçат, лэпбук, буклет) пурнăçласа хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, вĕрентекенсем сĕнекен викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Аслă классенче вĕренекенсем чĕлхе саккунĕсене тишкерчĕç, сÿтсе яврĕç. Тăван чăваш чĕлхине пĕтĕмлетсе И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ кĕске спектакль – инсценировка кăтартрĕç, чĕлхе пĕлтерĕшĕ пирки калаçу йĕркелерĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем Тăван чĕлхе эрнинче район шайĕнче иртекен «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне те хастар хутшăнчĕç.

Чăваш чĕлхи эрнинче ачасем активлă пулни вĕрентекенсене хавхалантарчĕ. Чĕлхе пуласлăхĕ ачасемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç. Тăван чăваш чĕлхи эрни тухăçлă иртрĕ тесе шутлатпăр.

Каллина О.А., Путякова Н.А.

Просмотров: 414 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz