Пятница, 26.04.2024, 09:57
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Январь » 18 » СУРХУРИ! СУРХУРИ! ÇИТРĔ КĔТНĔ СУРХУРИ!
12:34
СУРХУРИ! СУРХУРИ! ÇИТРĔ КĔТНĔ СУРХУРИ!

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова В.Ф.  5-мĕш «в»  класс ачисемпе сурхури  уявне халалланă урок ирттерчĕ.

Сурхури (святки) — чӑвашсен мĕн авалтан килекен йăли-йĕркисенчен пӗри. Ӑна кун таврӑннӑ вӑхӑтра уявлаҫҫӗ. Вӑл христиан тӗнӗнчи  Раштавпа пӗр вӑхӑта килет, Кӑшарниччен (до Крещения) тӑсӑлать.

Кашни килтех ачасене амăшĕсем тутлă йăвача  (колобок) пĕçерсе çитернĕ, тус-юлташĕсене хăналанă.

Урокра вĕрентекен йăла-йĕрке çинчен тĕплĕн каласа пачĕ, сурхури юррисемпе паллаштарчĕ.

Сурхури! Сурхури!

Çитрĕ кĕтнĕ сурхури!

Сурхури çитнĕ, куртăр-и?

Хирĕç тухса илтĕр-и?

Хапха уçса хутăр-и?

Ачасем асламăшĕсемпе аслашшĕсем ĕлĕк мĕнлерех юмăç янисем çинчен те хаваслансах итлерĕç,  савăнчĕç,  кулчĕç.

Ӗлĕкрен пыракан йăла-йĕркесене пирĕн те тытса пырасчĕ.

                                                                                   Федорова В.Ф.

Просмотров: 443 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Январь 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz