Пятница, 29.03.2024, 15:05
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2019 » Февраль » 15 » Сорокина Л.А. сăвăçă ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать
17:12
Сорокина Л.А. сăвăçă ачасене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарать

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта чĕлхе кунне анлă паллă тăватпăр. Акă паян нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сорокина Людмила Александровна сăвăçпа, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕпе, 9г класс ачисем тĕл пулчĕç. Людмила Александровна чи малтан хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ, унтан сăвă çырас ăсталăхĕ мĕнле аталанни, туптанни çинчен каласа пачĕ. Сăвăçăн пултарулăхĕ ачасене интереслентерчĕ. Вĕренекенсене унăн сăввисенчи шухăшсем тĕлĕнтерчĕç. Шкул ачисем Людмила Александровнăна тĕрлĕ ыйтусем пама тăрăшрĕç. Вĕренекенсем уйрăмах сăвăçăн малтанхи сăввисем мĕнле кун çути курни çинчен ыйтса пĕлчĕç, сăвăсенчи рифма еплерех йĕркеленни тата сăвă янăравлăхĕ мĕнле шăрçаланни кăсăклантарчĕ.

Тĕл пулу ачасен сăвă çырма хавхалантарасса шанас килет.

Солдатова С.А. тата Торговцев А.А. чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем

Просмотров: 357 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2019  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz