Четверг, 09.05.2024, 18:09
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 2
Гостей: 2
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2024 » Февраль » 19 » Путякова Ю. - «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестивалĕн призёрĕ
12:58
Путякова Ю. - «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестивалĕн призёрĕ

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 2-мĕш фестивалĕ иртрĕ.  Фестиваль пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем –Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕсем: чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăла-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарасси, ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, шкул ачисен тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăлне çĕклесси. 

Мероприятире пурĕ Чăваш Республикин 10 районĕнчи 33 шкулпа ача садĕнчен  килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Ăмăрту 7 номинаципе иртрĕ. Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Путякова Юля та фестивале хутшăнчĕ. Вăл «Халăх юрри – чунăм уççи» номинацире вăтам тата аслă классенче вĕренекенсемпе вăй виçрĕ. Юля ăмăртура чăваш халăхĕн «Талла-талла» юррине юрласа пачĕ, II вырăн илме пултарчĕ.

Путякова Юльăна малалла та ăнăçусем сунатпăр.

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Просмотров: 48 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Февраль 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
26272829
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz