Пятница, 26.04.2024, 17:31
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2022 » Апрель » 27 » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022
06:37
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче – Чăваш чĕлхи кунĕ. Эпир те, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта ĕçлекенсем, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, ачасемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттертĕмĕр. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашрăмăр, калавĕсене вуларăмăр, викторина ирттертĕмĕр. Ачасем тăван чĕлхепе кăсăкланни, ун вăрттăнлăхне пĕлме тăрăшни вĕрентекенсене питĕ савăнтарчĕ.

 Çавăн пекех, паян пирĕн шкул ачисем тата вĕсен вĕрентекенĕсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2022» акцие хутшăнчĕç. Ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Йĕркелекенĕсем Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Акцие хутшăнса  чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.

Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.

Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкултан пурĕ 33-ĕн хутшăнма кăмăл турĕç, 12.00 сехетре çырчĕç. Диктанта хутшăнакансенчен 9-шĕ «5» паллă илчĕ, «4» паллă илекенсен шучĕ 15 пулчĕ, «3» илнисем вара 9 ача. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекем  экспертсем пулса малтан диктант çыртарчĕç, кайран вара тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ турĕç.

Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Просмотров: 181 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2022  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz