Пятница, 26.04.2024, 09:43
Приветствую Вас Гость | RSS

Сайт МАОУ "Батыревская СОШ №1" Батыревского муниципального округа Чувашской Республики 


Приемная кампания в первый класс МАОУ «Батыревская СОШ №1» стартует с 1 апреля 2024 года. Более подробная информация по ссылке: Прием в первый класс
Директор школы
Меню сайта
Баннеры



















ВЕСТИ ОБРАЗОВАНИЯ
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Новости сайта

Главная » 2021 » Апрель » 30 » Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021
17:00
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2021

Паян, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ  2021» акци иртрĕ. Ăна Чăваш чĕлхи кунне, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă. Йĕркелекенĕсем Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси. Акцие хутшăнса  чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.

Патăрьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 1-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем те Пĕтĕм чăваш диктантне хастар хутшăнчĕç. Диктант çыракансен йышĕ çулсерен ÿссе пыни тăван чĕлхе вĕрентÿçисене савăнтармаллипех савăнтарать. Пĕтĕм чăваш диктантне кăçал пурĕ 117 ача хутшăнма кăмăл турĕ. Вĕсем Юхма Мишши хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ «Ылтăн кĕнеке» ятлă текста шкулта 13.00 сехетре çырчĕç. Чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем кăçал экспертсем пулса малтан диктант çыртарчĕç, кайран вара тĕрĕслесе пĕтĕмлетÿ турĕç. Шкул ачисенчен 60-шĕ «5» паллă илчĕ, «4» паллă илекенсен шучĕ 34 пулчĕ, «3» илнисем вара 23 ача.

Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!

Путякова Н.А., чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ

Просмотров: 287 | Добавил: batyr1school | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar
Поиск по сайту
Актуально





























Вход на сайт
Календарь
«  Апрель 2021  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930
Архив записей

Copyright MyCorp © 2024
uCoz